|
Чӑваш чӗлхи
![]() «Яндекс. Куҫаруҫӑра» чӑваш чӗлхи Раҫҫей халӑхӗсен чӗлхисен хушшинче ТОП-3 йыша лекнӗ. Кун пирки компани пресс-служби пӗлтерет. Ҫынсем «Яндекс. Куҫаруҫӑра» ытларах тутар, пушкӑрт тата чӑваш чӗлхисемпе усӑ курнӑ. Кайранхи вырӑнсенче – мари, якут, удмурт, осетин, тува, ту-мари тата кабарда-черкес чӗлхисем. Палӑртса хӑварар: кунта вырӑс чӗлхине шута илмен. Сӑмах май, хальхи вӑхӑтра «Яндекс. Куҫаруҫӑра» Раҫҫейри халӑхсен 18 чӗлхипе усӑ курма пулать. Ҫав йышра сахал йышлӑ халӑхсен чӗлхисем те пур. Ют чӗлхесене илес тӗк, халӗ те яланхи пекех анлӑ усӑ курнӑ чӗлхесен йышӗнче — акӑлчан чӗлхи. Иккӗмӗш вырӑнта — китай чӗлхи. Вӑл 2022 ҫулта списокра 5-мӗш вырӑнта кӑна пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Ҫӑлкуҫ: mosaica.ru Чӗмпӗрте «Губернаторский» халӑх туслӑхӗн керменӗнче тӑван чӗлхе тата литература вӗрентекенсен хушшинчи форум иртнӗ. Унта 1,2 пин ытла хутшӑнакан пухӑннӑ: вӗрентекенсем, студентсем, наци диаспорисен ҫыннисем тата кӳршӗ тӑрӑхри хӑнасем. Форумра тутар, чӑваш тата ирҫе чӗлхисене упрасси тата вӗсене шкулта вӗрентес ӗҫри йывӑрлӑхсене сӳтсе явнӑ. Чӗмпӗр облаҫӗнчи вӗренӳ организацийӗсенче вырӑс, тутар, чӑваш тата ирҫе чӗлхисене вӗрентеҫҫӗ, этнокультура тӗлӗшӗнчен 17 пин ытла ача пӗлӳ илет. Форум программине вӗрентекенсен семинарсем тата ӑсталӑх лаҫҫисем кӗнӗ, вӗрентекенсем хӑйсен опычӗпе паллаштарнӑ. Мӑкшӑ Республикин вӗренӳ министерствин ҫумӗ Михаил Аверкин та хӑйӗн опычӗпе паллаштарнӑ. Форум умӗн облаҫре чӗлхесемпе йӑласене халалланӑ 900 ытла мероприяти ирттернӗ, вӗсене 40 пин ытла ача хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Ҫӑлкуҫ: cap.ru Пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче «Тӗрленет сӑмах тӗрри» курав ӗҫлеме пуҫлать. Ӑна вырӑс тата чӑваш чӗлхисен пуянлӑхне пухнӑ паллӑ тӗпчевҫӗсене — Владимир Дальпе Николай Ашмарина халалланӑ. Кӑҫал Даль ҫуралнӑранпа 225 ҫул, Ашмарин ҫуралнӑранпа вара 155 ҫул ҫитет. Куравӑн тӗп вырӑнӗнче — тӗпчевҫӗсем хӑйсен пурнӑҫне халалласа хатӗрленӗ паллӑ словарьсем. Сӑмах май, Владимир Даль хӑй вырӑс пулман, Николай Ашмарин вара вырӑс ҫемйинче ҫуралса ӳснӗ. Ҫапах та вӗсем хӑйсем тӗпченӗ халӑх чӗлхине чунтан юратнӑ. Стеллажсем ҫинче сайра тӗл пулакан кӗнекесемпе, архив докуменчӗсемпе тата авалхи япаласемпе паллашма пулӗ. Уйрӑмах сӑмах пухаканӑн ӗҫ сӗтелӗ кӑсӑклӑ, унта сӑн ӳкерӗнме те юрӗ. Тӗрлӗ вӑйӑсемпе викторинӑсем вара курава кӑсӑклӑрах тӑвӗҫ. Уяв марафонӗ шайӗнче уҫӑлнӑ курав кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗччен ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Ҫӑлкуҫ: vk.com Ҫак кунсенче тӗп хулара чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсен пӗлтерӗшлӗ хула семинарӗ иртрӗ. Унӑн тӗп теми теорирен пуҫласа инновациллӗ практикӑпа ҫыхӑнтарса ӗҫлессине ҫутатасси пулнӑ. Семинарта «Тӑван чӗлхепе литературӑн чи лайӑх вӗрентекенӗ — 2026» ӑмӑртура ҫӗнтернӗ тата малти вырӑнсене йышӑннӑ педагогсем хӑйсен ӑсталӑхӗпе паллаштарчӗҫ. Семинара 30-мӗш шкулти Ольга Сильева педагог та хутшӑнчӗ. Хальхи вӑхӑтра урок ачасемпе чӗрӗ диалог йӗркелесси, вӗсене хастар тӗпчевҫӗ пулма пулӑшасси пирки сӑмах хускатрӗҫ. Уҫӑ уроксемпе мастер-классенче ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫисем ачасен тимлӗхне тыткӑнлама тата кулленхи пурнӑҫра ирӗклӗ калаҫма май паракан вӑрттӑнлӑхсемпе паллаштарчӗҫ. Тухса калакансем паянхи педагог чӗлхеҫӗ кӑна мар, психолог та, технологисене пӗлекен ӑстаҫӑ та пулнине палӑртрӗҫ. Ҫакӑн пек тӗлпулусем вӗрентекенсене чи актуаллӑ практикӑна ӗҫе кӗртме тата чӑвашла вӗрентес ӗҫе лайӑхлатма пулӑшма тивӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Ҫӑлкуҫ: https://obrazov-yaltch.edu21.cap.ru Н.А. Петров ячӗллӗ Елчӗк вӑтам шкулӗнче вӗренекен тӑваттӑмӗш класс ачисем республика шайӗнче иртнӗ ӑс-тӑн вӑййисенче малти вырӑнсене йышӑннӑ. Кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисен XXXI «Чӗлхе ӑстисем» ӑс-тӑн вӑййисен турӗ нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче онлайн мелпе иртнӗ. Ӑмӑртура республикӑри мӗнпур хуласемпе муниципаллӑ округсенчи 700 ытла ача хутшӑннӑ. Елчӗк муниципаллӑ округӗнчен ӑс-тӑн вӑййисене Н.А. Петров ячӗллӗ Елчӗк вӑтам шкулӗнче вӗренекен ачасем хутшӑннӑ. Эрнекун пӗтӗмлетӳ тунӑ. Елчӗк ачисем хӑйсене питӗ лайӑх кӑтартма пултарнӑ. «Тӑван (чӑваш) чӗлхе» номинацире Александр Мудрецовпа Мария Васильева виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. «Тӑван (чӑваш) чӗлхипе илемлӗ вуласси» номинацире Егор Харлампьев вара пӗрремӗш вырӑна тухнӑ, Майя Григорьева иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Ҫалкуҫ: cap.ru Чӑваш Енри Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунне халалласа «Халӑхсен туслӑхӗн чӗлхипе» ятлӑ литературӑпа музыка каҫӗ иртнӗ. Унта тӗрлӗ наци ачисем, чӑваш ҫыравҫисемпе сӑвӑҫисем хутшӑннӑ. Ачасем тӑван ҫӗршыв, туслӑх тата кил-йыш ҫинчен эрмен, тутар, чӑваш, узбек тата вырӑс чӗлхисемпе сӑвӑсем вуланӑ. Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗн директорӗ Сергей Иванов пухӑннисене уявпа саламланӑ. Вӑл тӑван чӗлхене упрама, унпа калаҫма чӗнсе каланӑ. Лариса Петровӑпа Ирина Кошкина чӑваш сӑвӑҫисем ачасене чӗлхе урлӑ туслӑх ҫулне хывма май пурри ҫинчен каласа панӑ. Тутар автономийӗн ертӳҫи Хайдяр Сафиуллин Габдулла Тукайӑн «Тӑван чӗлхе» сӑввине вуласа панӑ. Тӗлпулура ачасем «Чӗлхесен йывӑҫне» хӑйсен тӑван чӗлхипе ҫырнӑ ырӑ сунӑмӗсемпе илемлетнӗ. Сӑвӑсене чи лайӑх вуланӑ ачасене кӗнекесем парнеленӗ. Ку мероприяти Олег Николаевӑн «Ярко в Чувашии» проектӑн пӗр пайӗ пулса тӑнӑ. |
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Ыран, нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Чӗлхе кунӗ умӗн, Чӑваш наци библиотекинче «Эпӗ чӑвашла калаҫатӑп. Чувашский язык с нуля: самоучитель для начинающих» кӗнеке хӑтлавӗ иртӗ. Ҫак кӗнеке Хусанти Тутар кӗнеке издательствинче 2025 ҫулта пичетленсе тухнӑ. Авторӗ — Раҫҫей ӑслӑлӑх академийӗн Хусанти ӑслӑлӑх центрӗн лабораторийӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ, халӗ Питӗрте пурӑнакан Максим Кузнецов. Вӑл чӑваш чӗлхине тӑван мар чӗлхе пек вӗренекенсем валли 15 урокран тӑракан кӗнеке хатӗрленӗ. Хӑтлавра автор хӑйӗн кӗнеки пирки каласа парӗ, чӑваш чӗлхине мӗнле вӗреннипе паллаштарать. Унсӑр пуҫне Чӑваш патшалӑх университечӗн профессорӗ Галина Семёнова тата ытти паллӑ тӗпчевҫӗ тухса калаҫӗҫ. Чӑваш артисчӗсен пултарулӑхӗ те чӑваш чӗлхипе культурине кӑтартса парӗҫ. Мероприяти конференц-залра (137-мӗш пӳлӗм) 16:00 сехетре пуҫланать, ӑна Чӑваш Енри Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкне халалланӑ. |
|
Чӑваш чӗлхи
![]() «Контактри» сӑн Священниксем чӑвашла вӗренма пуҫланӑ. Шупашкар тата Чӑваш митрополичӗ Савватий тӗслӗх кӑтартать: вӑл кӗлӗсене чӑвашла ирттерет. Малашне ытти священник те кӗлӗсене чӑвашла ирттерме пултарӗ — Шупашкар епархинче чӑвашла вӗренес текенсем валли курс уҫӑлнӑ. Унӑн йӗркелӳҫи тата ертӳҫи – Илий атте. Священниксене чӑваш чӗлхин чи лайӑх учителӗсем вӗрентеҫҫӗ: ЧР тава тивӗҫлӗ учителӗ Александр Степанов тата Шупашкарти 33-мӗш шкул учителӗ Ирина Диарова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен «Контактра» халӑх тетелӗнчи официаллӑ пабликӗнчи постсенчен пӗрин айне Геннадий Ложков ятлӑ ҫын ҫапла комментари ҫырса хунӑ: «Чӑваш чӗлхине ялти ачасене вӗрентни ҫинчен калаҫяҫ-и?». Комментарие вуласан республикӑн Вӗрену министерстви чӑвашла хуралавланӑ. Унта вӑл ҫапларах пӗлтернӗ: «Хальхи вӑхӑтра ҫӗр-шыв ертӳҫи Раҫҫейӗн тӗп пуянлӑхӗ - унӑн ҫыннисем пулни ҫинчен час-часах калать. Тӗрлӗ национальность, тӗн вӗрентӗвӗм, политика ӗненӳсем тӗрлӗ чӗлхепе калаҫакан ҫынсем те пур. Чӑваш Енре хальхи вӑхӑтра икӗ патшалӑх – вырӑс тата чӑваш чӗлхисене вӗренмелли мӗнпур условисем йӗркеленӗ. Кӑҫал вӗренӳ ҫулӗнче республикӑри шкулсенче 1-11 классенчи шкул ачисен 73,5 процентне яхӑн вӗренеҫҫӗ, ҫав шутра тӑван чӑваш чӗлхи 50,1 %». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Харпӑр шухӑш
Чӑваш чӗлхи
1905 ҫулта Н.А. Бобровников Патша манифесчӗ пирки текст кӑларнӑ, унта чӑвашсене Патшалӑх думине юрӑхлӑ ҫынсене суйлама чӗнсе каланӑ. 120 ҫул ытла унтанпа иртнӗ. Апла пулин те вӑл вӑхӑтри текст стилистики питӗ кӑсӑклӑ. Хӑй текстпа эсир Наци вулавӑшӗн сайтӗнче паллашма пултаратӑр. ОрфографиЧи малтанах орфографие пӑхса тухар. Чӑн та, вӑл вӑхӑтра ҫирӗп орфографи правили пулман, ҫавна май йӑнӑшсем чылай тӗл пулаҫҫӗ. Ку кӗнекесене те вӑл вӑхӑтра наборласа ҫапнӑ — ҫакӑ та йӗр хӑварнӑ. Калӑпӑр, пӗр вырӑнта «кӗперне» тесе ҫырнӑ, тепӗр вырӑнта — «кӗпӗрне». Халь эпир «уес» тесе ҫырма хӑнӑхнине «уяс» (уйас) тенӗ, ҫапла май вулама йывӑр «Хусан уйасин» (Хусан уесӗн) пулса тухнӑ. Тепӗр вырӑн: «школа», «больница» сӑмахсем. 1905 ҫулсенче ку сӑмахсене чӑвашлатса ҫитереймен ӗнтӗ, ҫавӑнпа та вӗсене ҫапла ҫырнӑ. Пӗтӗмлетсе каласан, 1920–1930-мӗш ҫулсенче сӑмахсене ытла та чӑвашлатнишӗн ятланӑ пулин те вӗсен ӗҫӗ чӑваш ҫырулӑхне витӗм кӳнӗ-кӳнех. ЛексикаУсӑ куракан сӑмахсем те кӑсӑклӑ: мальен, кайьен. |
